Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Елчӗк районӗ

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Канаш округӗнчи Усман Эскеровпа Дарья Садовская Мускав хулинче пӗрлешнӗ.

Ӗнер, Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх куненче, тӗп хуламӑрти Наци центрӗнче «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештерсе» форум иртнӗ, унта тӗрлӗ регионти мӑшӑрсем пӗрлешнӗ. Пирӗн Чӑваш Енрен Усман Эскеровпа Дарья Садовская кайнӑ.

Усманпа Дарья — юристсем, вӗссем чӑваш культурине упрама тӑрӑшаҫҫӗ: чӑвашла юрлаҫҫӗ, ҫулсерен Акатуя хутшӑнаҫҫӗ, тетрсемпе музейсене ҫӳреҫҫӗ.

Сӑмах май, иртнӗ ҫулсенче Мускавра иртнӗ «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештерсе» форума Шупашкар хулинчи Максим тата Анастасия Горскисем, Елчӗк округӗнчи Александр тата Анна Кривововсем, Тӑвай округӗнчи Анна тата Алексей Андреевсем, Шупашкар хулинчи Алексей тата Юлия Комлевсем хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_30122
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Елчӗк округӗнчи Патреккел ялӗнче пурӑнакан Антонина Васильевна Миллина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Антонина 1926 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пынӑ чухне вӑл колхозра ӗҫленӗ, унтан юстици тытӑмӗнче вӑй хунӑ: малтан – прокуратурӑра, унтан район судӗнче. Унта вӑл 50 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ӑна патшалӑх тата ведомство наградисене панӑ. Унӑн «Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн» тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем пур.

Паянхи кун унӑн ҫемйи пысӑк: ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем. Пурте ӑна юратаҫҫӗ, лайӑх пӑхаҫҫӗ.

 

Республикӑра
iz.ru сайтри сӑн
iz.ru сайтри сӑн

Елчӗк районӗн прокуратури шкул директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ ҫынна хӑйне панӑ премие каялла вырӑнти хыснана тавӑрса памалла тунӑ.

Директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканскер 2025 ҫул тӑршшӗпе хӑйне хӑй преми панӑ. Ҫакна вӑл муниципалитет администрацийӗпе калаҫса ҫирӗплетмен. Ҫапла вӑл ҫулталӑк тӑршшӗпе 192 пин тенкӗ преми илнӗ.

Район прокуратури хысна укҫипе тӗллевлӗ усӑ курман тесе ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суд ӑна пӑхса тухнӑ та директора 20 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Прокуратура тӑкака саплаштармалла тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ, директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканскере 192 пин тенке вырӑнти хыснана тавӑрса памалла тунӑ.

 

Культура

Мускавра «Незнайка» фильм ӳкерме тытӑннӑ. Унта пирӗн ентеш те, Владимир Тяптушкин, хутшӑнӗ.

Фильма Николай Носовӑн хайлавӗ тӑрӑх ӳкерӗҫ. Вӑл кинотеатрсенче 2028 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен проката тухӗ. Режиссерӗ – Дмитрий Дьяченко.

Незнайка рольне Леонид Басов вылӗ. Шпунтик рольне вара Владимир Тяптушкина шанса панӑ.

Аса илтерер: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл «Ландыши» тата ытти фильмра ӳкерӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://dzen.ru/a/ahgUaRUdvlFXsHQG
 

Республикӑра
realty.rbc.ru сайтри сӑн
realty.rbc.ru сайтри сӑн

Елчӗк округӗнче арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑм хӗрӗ умӗнче сӑмахпа хӑртнӑшӑн 10 пин тенкӗ тӳлӗ.

Нумай ачаллӑ амӑшӗ упӑшки пулнӑскер ӑна хӗрӗ умӗнчех сӑмахпа кӳрентернӗ тесе прокуратурӑна кайса заявлени ҫырнӑ. Ведомство административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, суд ӗҫе пӑхса тухсан арҫынна 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

Унтан прокуратура хӗрарӑма кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ, упӑшки пулнӑскертен 10 пин тенкӗ шыраса илме ыйтнӑ. Суд тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Ҫапла арҫыннӑн сӑмахпа кӳрентернӗшӗн арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма 10 пин тенкӗ тӳлемелле.

 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енре 10 культура ҫуртне ҫӗнетме палӑртнӑ. Кун валли 28,5 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.

Ку укҫапа пысӑках мар ялсенче культура ҫурчӗсене аталанма пулӑшӗҫ: Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай округӗнче культура ҫурчӗсем пулӗҫ.

Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ сасӑ тата ҫутӑ хатӗрӗсем туянӗҫ, сӗтел-пукана ҫӗнетӗҫ, юсав ӗҫӗсем тӑвӗҫ. Ҫакна йӑлтах куракансемшӗн тата пултарулӑх ушкӑнӗсемшӗн хӑтлӑ пултӑр тесе тӑваҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18345
 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Елчӗк округӗнче аграрисем кӗрхи культурӑсене апатлантарма тухнӑ. Ку – ҫурхи ака-суха ӗҫӗсен пӗрремӗш тапхӑрӗ.

Чи малтан ку ӗҫсене «Прогресс» акционерсен обществи пурнӑҫлама тытӑннӑ. Хуҫалӑхӑн 900 гектар ҫинчи культурӑна апатлантармалла. Хальхи вӑхӑтра 150 гектар кӗрхи тулӑпа 50 гектар кӗрхи ыраша апатлантарнӑ. Ку ӗҫе вӗсем «Туман-2» агрегат пулӑшнипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хуҫалӑхри специалистсем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ку ӗҫсене вӑхӑтра вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.

Красноармейски округӗнче ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем пуҫланнӑ.Хире чи малтан «Таябинка» агрофирма тухнӑ. Ҫитес вӑхӑтра «Красное Сормово» тата «Караево» хуҫалӑхсем ӗҫе пуҫӑнмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18192
 

Вӗренӳ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

«Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсӑн республика тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Финала тӗрлӗ округри 23 педагог хутшӑннӑ. Вӗсем пурте уҫӑ уроксем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, хӑйсен методикисемпе паллаштарнӑ. Йӗркелӳ комитечӗ 8 лауреата суйланӑ. Ҫӗртерӳҫӗ ятне вара чыславра кӑна пӗлтерӗҫ.

Сакӑр лауреат йышӗнче ҫаксем: Елчӗк округӗнчи Кристина Александрова, Шупашкарти Анна Виноградова, Шупашкар округӗнчи Татьяна Григорьева, Улатӑр округӗнчи Ольга Крисанова, Куславкка округӗнчи Людмила Новикова, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Татьяна Соколова, Ҫӗнӗ Шупашкарти Татьяна Тарасова, Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Наталья Шипунова.

Чыславра ҫӗнтерӳҫӗ ятне палӑртсан вӑл Чӑваш Ен чысне Раҫҫейри тапхӑрта хатӗрлемешкӗн хатӗрленме тытӑнӗ.

 

Чӑвашлӑх
Львовсен архивӗнчи сӑн
Львовсен архивӗнчи сӑн

Елчӗк округӗнчи Шӑмалак ялӗнче пурӑнакан Раиса Петровна ывӑлӗ Юрий патне хӑнана килнӗ. Юрий Львов — нумай ача ашшӗ. Мӑнукӗсем асламӑшне парне тума шухӑшланӑ. Тӑхӑр ачаран тӑваттӑшӗ хулара вӗренет. Тепӗр пиллӗкӗшӗ вара асламӑшӗпе Мӑнкун умӗнхи фотосесси тунӑ.

Раиса Львовна – 85 ҫулта. Вӑл 4 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Паянхи кун вӑл 17 мӑнукӗпе, 8 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать.

Унӑн ывӑлӗ Юрий тата кинӗ Надежда — Елчӗк округӗнчи питӗ хастар ҫемье: округ тата республика шайӗнчи конкурссене хутшӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах кил хуҫалӑхне тытса пыраҫҫӗ.

Сӑмах май, вӗсен ҫемйинче кашнинех чӑваш тумӗ пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_18115
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Хӑйне хӑй преми панӑ – ҫапла хӑтланнӑ Елчӗк округӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗн директорӗ. Куншӑн ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Муниципалитет учрежденийӗсен ертӳҫисене преми парассине ӗҫпе тивӗҫтерекен – муниципалитет пӗрлешӗвӗн администрацийӗ – татса парать. Анчах Ҫӗнӗ Пава шкулӗн директорӗ (ӑна ҫирӗплетмен, вӑл ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫлать) хӑйне преми парассине хӑйех татса панӑ. Ҫапла вӑл пӗр ҫулта 72 пин ытла тенкӗ преми илнӗ.

Директора суд тунӑ. Ӑна 20 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 82
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 06

1894
132
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
49
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
29
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын